Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чирӗм-чӗрӗм иртсе кайтӑ-ӑр!

Ҫурхи тӗнче кунран-кун хитреленсе, хӑйӗн сип-симӗс тумне тӑхӑнса пырать, ӑҫта пӑхатӑн — унта ытармалла мар шап-шурӑ шупӑр пӗркеннӗ сад пахчинчи йывӑҫсем хӑйсен ҫеҫкисемпе мухтанса ларнӑн туйӑнаҫҫӗ. Халь-халь пӗрремӗш ҫумӑр ҫуса иртмелле, ҫынсем ӑна тахҫанах кӗтеҫҫӗ. Ҫуркуннехи пирвайхи ҫумӑр тыр-пулшӑн, улӑх-ҫараншӑн кӑна мар, ҫынсемшӗн те питӗ сиплӗ те усӑллӑ-ҫке.
Анатри чӑваш ялӗсен тӑрӑхӑнче халичченех сыхланса юлнӑ пӗр ырӑ йӑла пур. Хутла пӗлмен тӗттӗм халӑх шучӗпе пирвайхи ҫумӑр эмел пекех шутланнӑ, ӑна Илле пророкпа Турӑ хӗл каҫипе ерме ӗлкӗрнӗ чир-чӗртен хӑтӑлса пӗтме ярса параҫҫӗ-мӗн. Чӑнах та хӗллехи вӑрӑма тӑсӑлнӑ самантсенче тем те пулса иртнӗ. Уйрӑмах ҫакӑ ача-пӑчана чир-чӗр ерсе нушалантарнинче палӑрнӑ. Хура пӳртсенче, уйрӑмах шартлама сивӗре, пӑрушӗ-путекки, ачи-пӑчи — пурте пӗрле асапланса хӗл каҫнӑ, санитарипе гигиена йӗркисене тытса пыма май та пулман. Шӑпах ҫакна пула чылай ҫемьере ачасем чечче, шатра, трахома, кӗҫҫе-кӑрчанкӑ, ӳслӗк чирӗсемпе нушаланнӑ, хӑнкӑла та ҫывӑрма памасӑр тарӑхтарнӑ.
Хӑш-пӗр ҫул пирвайхи ҫумӑр Микулапа ҫимӗк ҫитичченех ҫуман. Хӗвел савса хӗртнӗрен сывлӑш, кӳлӗсемпе пӗвесенчи шыв та ӑшӑнса ҫитнӗ, ача-пӑча шыва кӗрсе савӑнма тытӑннӑ. Ахальтен халӑхра "ҫимӗкчен ҫичӗ хут шыва кӗмелле" тесе каламан ӗнтӗ.
Акӑ халӑх тӗмсӗлсе кӗтнӗ ҫумӑр та ҫума тытӑннӑ, ҫакна курса тӑракан ашшӗ-амӑшӗ ачи-пӑчине, аслати авӑтать пулин те, ҫумӑр айне тухса тӑма хушнӑ. Аслати авӑтнӑ вӑхӑтра ҫумӑр айӗнче тӑраканӑн: "Чирӗм-чӗрӗм иртсе кайтӑрах, Тура пулӑштӑрах", — тесе каламалла пулнӑ. Ваттисен шучӗпе, пирвайхи ҫумӑр ача-пӑча ҫумне ҫыпӑҫса чир-чӗре ҫуса тасатать-мӗн. Малашне ҫумӑр ҫуса аслати авӑтсан та: "Чирӗм-чӗрӗм иртсе кайтӑр!" — тесе калама чарӑннӑ. Чи сиплӗ ҫумӑр пирвайхи ҫеҫ шутланнӑ-ҫке.

Роман Чепунов
«Хыпар», 2008, кӑрлач, 30, 16№.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-21 21:50:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2772 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем